Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Глухов Владимир Николаевич

Глухов Владимир Николаевич — Раҫҫей патшалӑх ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ (2026 ҫултанпа). Патшалӑх ӗҫченӗн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫин Глухов Николай Ивановичӑн ывӑлӗ.

Пурнӑҫӗ

Владимир Николаевич Глухов Чӑваш АССР-ӗнче ҫуралнӑ.

Карьера

Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗн должноҫне лартиччен Владимир Глухов усламҫӑ пулса аппаланнӑ. 2024 ҫулхи кӑрлачра вӑл Шупашкар хулинче (Чӑваш Республики) усламҫӑ пек регистрациленнӗ. Тӗп ӗҫӗ — ятарлӑ лавккасенче чечексемпе, ӳсен-тӑрансемпе, вӑрлӑхсемпе, удобренисемпе, килти чӗрчунсен апачӗпе ваккӑн суту-илӳ тӑвасси пулнӑ.

2026 ҫулхи утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнчен пуҫласа Владимир Глухов Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Ҫак вӑхӑтра вӑл Чӑваш Республикин Правительствипе иртнӗ «Уҫӑ калаҫу» ларура ҫак территори аталанӑвӗн тӗп экономика кӑтартӑвӗсене палӑртса каланӑ, промышленность кӑларакан таварӑн калӑпӑшӗ ӳснине палӑртнӑ.

2026 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗн Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче муниципалитет пуҫлӑхне суйласси енӗпе уҫӑ сасӑлав иртнӗ. Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗпе Владимир Николаевич Глухова Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхне суйланӑ. Хӑй сӑмахӗнче вӑл депутатсене тата конкурс комиссийӗн членӗсене ку ӗҫе шанса панӑшӑн тав тунӑ, социаллӑ сферӑпа инфраструктура проекчӗсене малти вырӑна хума планланине пӗлтернӗ.

Ҫемйи

  • Ашшӗ — Глухов Николай Иванович (1960 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗнче ҫуралнӑ) — патшалӑх ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (1997).


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-08-20 15:43:33 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем